Канаш округӗнчи Катек ялӗнче тилӗ виллине тупнӑ. Ҫавӑнпа унта карантин пулнине палӑртнӑ.
Ялта тилӗ виллине тупсан ӑна республикӑри ветеринари лабораторине тӗрӗслеме янӑ. Чӗрчунӑн урнӑ чир пулни ҫирӗпленнӗ.
Инфекци тупӑннӑ вырӑнта ветеринари специалисчӗсем ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем инфекци малалла ан сарӑлтӑр тесе тӗрлӗ мероприяти ирттереҫҫӗ.
Чӑваш Енре «Чи лайӑх участковӑй» кам пулса тӑнӑ? Каллех Сергей Ипатьев. Вӑл ҫак ята тӑваттӑмӗш хут тивӗҫет.
Полици майорӗ Сергей Ипатьев - Канаш округӗнчен. Вӑл – 34 ҫулта, участковӑйӗнче 12 ҫул ӗҫлет. Сӑмах май, конкурса 2011 ҫултанпа ирттереҫҫӗ. Пӗр ҫын унта 4 хут ҫӗнтерни пулман.
Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ, РФ Журналистсен тата Писательсен союзӗсен пайташӗ Галина Антонова (литературӑри псевдонимӗ — Галина Матвеева) Канаш районӗнчи Ушанарти библиотекӑра тӗлпулу ирттернӗ.
Ҫыравҫӑпа тӗл пулма Ушанарта, Малти Тукайра, Ҫӗнӗ Чалкассинче тата Иккӗмӗш Хурамалта пурӑнакансем пуҫтарӑннӑ. Галина Алексеевна хӑйӗнпе кӗскен паллаштарнӑ.
Канаш округӗнчи Пайкилт ялӗнче пурӑнакан Виталий тата Александра Ивановсем ҫур ӗмӗр пӗрле пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем ылтӑн туя паллӑ тунӑ.
Ивановсем виҫӗ ывӑл та пӗр хӗр ӳстернӗ. Халӗ сакӑр мӑнукпа савӑнса пурӑнаҫҫӗ.
Виталий Иванович «Цивиль» колхозра механизаторта ӗҫленӗ, «Коммунизм ӗҫӗн ударникӗ» ята илнӗ. Александра Михайловна Канашри ВЗРта тата «Цивиль» колхозра ӗҫленӗ.
Канаш округӗнчи Янкӑлч ялӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫейри шыв» акци иртнӗ. Унта Янкӑлчри шкулта 6-мӗш класра вӗренекенсем хутшӑннӑ.
Ачасем таврара йӑваланакан ҫӳп-ҫапа михӗсене пуҫтарнӑ. Уйӑрса панӑ территорие вӗсем йӑлтах тасатнӑ. Пӗтӗмпе виҫӗ михӗ пухӑннӑ.
Тӑвай округӗнчи Татьяна Юркина сыр пӗҫерес енӗпе чӑн-чӑн ӑста. Качотта, сулугуни, халуми, ламбер… Тӗрлӗрен сыр хатӗрлет вӑл.
Татьяна Пӗтӗм Раҫҫейри «Ӗҫ ҫыннисем» конкурса хутшӑнма заявка панӑ. Вӑл «Ӗҫлӗ хӗрарӑм» номинацире тупӑшӗ.
Татьяна Юркина хӑйӗн ӗҫне аталантарма патшалӑхран пулӑшу илнӗ. 2023 ҫулта унӑн предприятийӗнче 800 килограма яхӑн сыр тунӑ. Кӑҫал вара ку кӑтартӑва тата пысӑклатасшӑн. Унӑн сырӗсене Вӑрмар, Тӑвай, Канаш Ҫӗрпӳ, Патӑрьел округӗсенче, Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакансем юратса ҫиеҫҫӗ.
Канаш округӗнчи Мӑкӑр ялӗнче клуба юсаса ҫӗнетеҫҫӗ. Ӑна «Тӑван ен культури» парти проекчӗпе килӗшӳллӗн тӑваҫҫӗ.
Мӑкӑр ялӗнче ҫӗнетнӗ клуб питӗ кирлӗ. Унта 400 ытла ҫын пурӑнать. Кивӗ ҫурт тахҫанах ӗнтӗ юрӑхсӑра тухнӑ. Нушапа та урама кайма тивнӗ. Халӗ йӑлтах ҫӗнӗлле пулӗ.
Ҫӗнӗ клуба аван уйӑхӗн вӗҫӗнче уҫма палӑртнӑ. Унӑн фасачӗ кӑна мар, шалти те улшӑнӗ. Сценӑсӑр, 100 вырӑнлӑ залсӑр пуҫне библиотека, музей пулӗҫ.
Паян япӑх ҫанталӑка пула тӑватӑ округри 9 ялта ҫутӑ сӳннӗ. Пӗтӗмпе 2 пин ытла ҫын электроэнергисӗр юлнӑ.
Ҫутӑ Йӗпреҫ, Канаш, Муркаш тата Элӗк округӗсенчи 1187 кил-ҫуртра ҫук. Ҫынсене электроэнерги парас тӗлӗшпе 8 бригада, 25 ҫын, 8 техника ӗҫлет. Ку ӗҫене ҫитес вӑхӑтра вӗҫлеме шантараҫҫӗ.
Канаш муниципаллӑ округӗнче пушарнӑйсем 12 вӗллене ҫӑлнӑ. Ку Сиккассинче ӗнер пулнӑ.
19 сехет те 40 минутра ял хӗрринчи утарта пушар тухнӑ. Ҫулӑм 45 тӑваткал метр хуралтӑна ярса илнӗ. Ҫулӑмпа ҫур сехете яхӑн кӗрешнӗ. Пушарнӑйсем юнашар ларакан 12 вӗллене сахласа хӑварнӑ. Халӗ ҫулӑм мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ.
Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 857 пушар пулнӑ, вӗсенче 35 ҫын вилнӗ.
Канаш тӑрӑхӗнчи Матьшӳ ялӗ хӑйӗн 305-мӗш ҫулхине уявланӑ. Асӑннӑ ял Ҫеҫпӗл ялӗ ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ.
Чӑваш Енӗн патшалӑх телерадиокомпанийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Матьшӳ ялӗнче халӗ 139 ҫын пурӑнать. Пӗр ӗмӗр каялла вара налук тӳлекенсем кӑна 800 ытла ҫын пулнӑ. Ачасемпе пӗрле халӑх шучӗ пинрен те иртнӗ. Ялта 8 кооператив ӗҫленӗ. Ҫил арманӗ, ҫӑкӑр завочӗ, ҫӑм таптармалли цех, чӑпта ҫапакансен лаҫҫи тата ытти артель тавраш ӗҫленӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.10.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 766 - 768 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ашмарин Николай Иванович, паллӑ тюрколог, чӑваш чӗлхи пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Кривоносов Владимир Михайлович, кӗвӗҫ, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Кривоносов Владимир Михайлович, кӗвӗҫ, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
| Сергеева Наталья Алексеевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Нар Урини, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |